Республикӑри пур муниципалитетра та уй-хир ӗҫне пикеннӗ

Пуринчен малтан акана Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ҫӗр ӗҫченӗсем тухнӑ. Унта ҫурхисем пурӗ 20 пин ытла гектар йышӑнмалла. Вӗсенчен ҫурри - пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем. Пирӗн пултарулах ушкӑнӗ "Батыревский" тата "Исток" хуҫалӑхсенчи хирсене ҫитсе курчӗ. 

Ҫанталӑк панӑ вӑхӑтра хирсенче иртен пуҫласа мӗн ҫӗрлеччен техника сасси татӑлмасть. Хресченӗн кашни кунӗ шутра. Пур ӗҫе те вӑхӑтра туса ӗлкӗрмелле. Унсӑрӑн лайӑх тухӑҫ илесси ҫук. "Батыревский" хуҫалӑхра ҫурхи ӗҫсене ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пуҫӑннӑ: тулӑпа урпа акаҫҫӗ, ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ, удобрени сапаҫҫӗ. Ҫакӑнта ҫӗнӗ йышши хатӗр пулӑшать. Ун пекки районӗпе те урӑх ҫук. Вӑл пӗр вӑхӑтра темиҫе ӗҫ тӑваять. Пӗрлешӳ пурнӑҫ таппипе тан пыма тӑрӑшать. Ҫавӑна техника паркне те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Ку енӗпе патшалӑх пысӑк тӗрев кӳрет. Хуҫалӑхра ӗҫлекенсем ҫителӗклӗ, ҫамрӑк та чылай. 

"Исток" агрофирма уй-хирӗнче те техника шавӗ тӑрать. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра урпа акаҫҫӗ. Ку культура 30 гектар йышӑнать. Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстерме им-ҫам сапаҫҫӗ, нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелеҫҫӗ, культиваци тӑваҫҫӗ. Кадрсем ҫителӗкли тата техника паркне те ҫулсерен ҫӗнетсе тӑни ӗҫсене кӗске вӑхӑтра туса ирттерме май парать. Юлашки ҫулсенче хуҫалӑхра комбайн, Кировец трактор, сеялкӑсем, гербицит сапмалли агрегат туяннӑ. 

Патӑрьел тӑрӑхӗнче кӑҫал ҫурхисем валли 20 пин те 790 гектар пӑхса хунӑ. Пӗтӗмпе тыр-пул лаптӑкӗ вара 35 пин те 135 гекатр йышӑнмалла. Ку вӑл пӗлтӗрхи шайрах. 

Оксана Верликова, Димитрий Макаров