Республикӑри хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Утӑ 55 пин тонна ытла янтӑланӑ, ку вӑл палӑртса хунин 58 проценчӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсем сенаж хываҫҫӗ.

Хальлӗхе 135 пин ытла тонна пур. Ку вӑл планласа хунинчен 50 процент ытларах. Етӗрне, Комсомольски, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Куславкка районӗсенче сИлос янтӑлама пуҫланӑ. Патӑрьел районӗнче те ӗҫ кал-кал пырать. Хуҫалӑхсем хӗл хырӑмӗ аслӑ пулнине шута илсе кашни уяр кунпа усӑ курма васкаҫҫӗ.

 


Надежда Александрова