Республикӑри хуҫалӑхсем хальхи ҫивӗч лару-тӑрура та техникӑна ҫур аки валли тивӗҫлӗ хатӗрлеҫҫӗ

Хресченсемшӗн хӗрӳ вӑхӑт - ҫураки ҫывхарать. Кӑҫал тӗнчери кӑткӑс лару-тӑрӑва пула ҫак яваплӑ ӗҫе ирттерме чӑрмавлӑ пулмӗ-и? Тӗрлӗ санкци йышӑннипе уй-хирте ӗҫлемелли техника тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухмӗҫ-и? 

"Слава картофелю" агрофирма акана тухма хатӗррине кунта тӑрӑшакансем ҫирӗплетсех калаҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче паян тумалли ӗҫе ырана хӑварас йӑла пулмалла мар, ҫавӑнпа та хӑш техникӑн мӗнле пайӗ кивелнине, юрӑхсӑра тухнине пӗлсех тӑраҫҫӗ компанире. Агрофирмӑри техника паркӗн 50 проценчӗ ют ҫӗршывран туяннӑ машин-трактор. Александр Павлов инженер каланӑ тӑрӑх, хушма пайсене тупма йывӑртарах пулсан та, ку татса пама май ҫук ыйту мар. Раҫҫейре туса кӑлараканни пахалӑхӗпе юттисенчен пӗртте кая юлмасть. Ҫавӑн пекех трактор тата ытти ӗҫ хатӗрӗ туянассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене патшалӑх саплаштарса витӗмлӗ пулӑшу кӳрет. Юлашки 2 ҫулта республикӑра техникӑна ҫӗнетессипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлени те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов