Предприятисенче алӑ вӑйне ӑслӑ техника улӑштарать. Ҫын тӑвас ӗҫе вӑхӑта перекетлесе, ҫав хушӑрах тӗрӗс те пахалӑхлӑ пурнӑҫлать. Уй-хирти тӗрлӗ трактор-комбайн рулӗ умӗнче ларакан ҫумӗнче пулӑшакан пуррине те хӑнӑхса пыратпӑр. Анчах та тахҫанхилле комбайнера улӑштаракан тепӗр ҫын мар вӑл, пысӑках мар монитор. Республикӑри хуҫалӑхсенче ҫакнашкал техникӑпа тахҫанах пӗр чӗлхе тупнӑ.
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "ВДС" предприятире те ҫӗнӗ меслетсемпе 10 ҫул ытла ӗҫлеҫҫӗ. Агроном пӳлӗмрен тухмасӑрах уй-хир карттине уҫать те трактористсем миҫере ӗҫе пуҫӑннине те, мӗнле хӑвӑртлӑхпа куҫса пынине те, мӗн чухлӗ лаптӑка тирпейленине те, ыттине те сӑнаса тӑраять. Ҫыхӑнӑва тухма ал айӗнчех телефон тата раци. Трактористсемпе комбайнерсем ҫӗнӗлӗхе малтанах иккӗленсе йышӑннӑ. "Лайӑххине часах хӑнӑхатпӑр, тахҫанхи меслет патне таврӑнас кӑмӑл ҫук", - теҫҫӗ халӗ вӗсем. Сӑмах май, хуҫалӑхра халӗ вырмапа танах ытти ӗҫ те вӗрет. Ҫӗре хатӗрлесе пынӑ май кӗрхи тулӑ акаҫҫӗ. Мӑнаҫлӑ агрегат кӑкарнӑ техника ҫанталӑк май панӑ чух канма пӗлмесӗр ӗҫлет. Тахҫан ака пахалӑхне калча шӑтса тухсан тин хак пама май пулнӑ. Халӗ ӑслӑ техника ҫийӗнчех вӑрлӑх, им-ҫам лекмен вырӑнсене те кӑтартса пырать, ытти кӑлтӑк пирки те асӑрхаттарать.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Анатолий Евдокимов ял хуҫалӑхӗнче 20 ҫула яхӑн вӑй хурать. "Техника кун пек пурнӑҫ патне илсе ҫитерессе шутламан та, куҫ виҫине шанса ӗҫлесси иртнӗлӗхре юлчӗ", - тет вӑл. "ВДС" предприятире чылайранпа тӑрӑшакан Раҫҫей ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Изосим Романов та хуҫалӑх аталаннине савӑнса сӑнать.
Техникӑна шаннипе кӑна мар, ҫӗр ӗҫченӗсенчен те нумай килет. Ҫанталӑк умӗнче пуҫ усмаҫҫӗ, лартнӑ тӗллевсем патне ҫирӗппӗн утаҫҫӗ кунта. Кӗрхисене "ВДС" хуҫалӑхра кӑҫал 4 пине яхӑн гектар акса хӑвармалла.
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова, Игорь Ульянов