"Лук-Агро" кооперативра пухса илнӗ тухӑҫа тирпейлеҫҫӗ. Пӗр пайне сутма хатӗрлеҫҫӗ, ыттине управӑша хураҫҫӗ. Техника çынсен ӗҫне самай ҫӑмӑллатать. Сӑмах май, кунта ҫӗнӗ технологисене тӗпе хураҫҫӗ. Кӑҫал пин тонна сухан вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ управӑш хута янӑ. Сывлӑш температурине унта ҫирӗп асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ҫакна валли вентиляци тытӑмне тунӑ. Сухан йывӑҫ ещӗксенче упранать. Ҫакнашкал меслет ӑна пӑсӑлма памасть. "Лук-Агро" кооператив 2018-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ. Малтанах унта 4-5 ҫын кӗнӗ. Йыш хушӑнсах пынă, халӗ кооператив килти хушма хуҫалӑхпа ӗҫлекен 9 ҫемьене тата 7 фермера пӗрлештерсе тӑрать.
Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Игорь Ульянов