Республикӑри фермерсем 4-мӗш слета пухӑнчӗҫ

Пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашрӗҫ, пулӑшу майӗсене анлӑлатас, продукцие вырнаҫтарас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Етӗрне тӑрӑхӗнче республикӑри фермерсен тӑваттӑмӗш слёчӗ иртрӗ. Унта ҫавӑн пекех патшалӑх грантне тивӗҫнисене чысларӗҫ, ҫӗнӗ пӗрлешӳ чӑмӑртаннине пӗлтерчӗҫ. 

Пӗрле пухӑнса аталану ҫул-йӗрне тишкерес йӑла ҫирӗпленсе пырать. Пирӗн ӗҫе патшалӑх шайӗнче тимлӗх уйӑрни кӑмӑллӑ, - теҫҫӗ тӗл пулӑва ҫитнӗ фермерсем. Нумайӑшӗ слётра пӗрремӗш хут. Фермер лавне тин кӑна кӳлӗннӗскерсене аслӑ ӗҫтешӗсем сӗнӳ-канашпа пулӑшма хатӗр. Пухӑннисене вӗсем грант проекчӗсене пурнӑҫа кӗртни, юр-вара интернет уҫлӑхӗнче сутмалли майсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес текенсене патшалӑх 2012-мӗш ҫултанпа укҫа уйӑрать. Унтанпа 631 фермер тата 20 кооператив пулӑшӑва тивӗҫнӗ. Вӗсем халӗ 4 тӗрлӗ грант илме пултараҫҫӗ, - терӗ Сергей Артамонов министр. "Перспектива" ятлине кӑҫал 23 фермерпа предпринимателе - сурӑх, пулӑ ӗрчетме тата ҫырла ҫитӗнтерме панӑ. Вӗсене слётра чыс турӗҫ. Чи лайӑх ӗҫлекен фермерсене те палӑртрӗҫ. Ҫавнашкал рейтинга пуҫласа йӗркеленӗ. 

Слётра пӗрремӗш вунӑ вырӑна йышӑннӑ фермерсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Владимир Иванов тивӗҫрӗ. 2003-мĕш çултанпа ял хуçалăхĕнче ĕçлет вӑл. Малтанхи çулах 13 гектар çĕрпе усă курнă. Халĕ пусă çаврăнăшĕнче - 3 пин ытла гектар. 

Республикӑра тин кӑна йӗркеленнӗ "Халӑх фермерӗ" ассоциаци те ҫӗр ӗҫченӗсене тӗрев пама тивӗҫ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӳ йышне кӗчӗ. Унӑн ертӳҫипе Олег Сиротапа слетра килӗшӳ турӗҫ. Регионти ассоциаци тилхепине Леонид Кузнецов фермер тытса пырӗ. 

Пулӑшу майӗсене патшалӑх анлӑлатса пырас тӗллевлӗ. Халӗ пахча-ҫимӗҫ туса илекенсене субсиди уйӑрассине сӳтсе яваҫҫӗ. 

 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров