Паянхи куна 15 районта ҫак ӗҫ пырать. Вӑрнар, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсенче тыр-пулӑн 70 ытла процентне апатлантаранӑ.
Ҫӗр ӗҫченне тӑпрара нӳрӗк ҫителӗксӗр пулни пӑшӑрхантарать. Ҫӗр хӑвӑрт типсе кайма пултарать. Ҫавӑнпа лайӑх тухӑҫ илес тесен акана вӑраха ямалла мар - 2 эрнере вӗҫлемелле.
Кӑҫал ҫуркунне 548 пин гектар акмалла. Вӗсенчен 310 пинӗшӗ - тӗш тырӑ. Ытти - выльӑх апачӗ валли тӗрлӗ культура тата пахча-ҫимӗҫ. Хуҫалӑхсенче вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, 93 проценчӗ кондициллӗ. Удобренипе те пурте саппасланнӑ.
Алена Артемкина, Виктор Степанов