Республикӑри 11 районта ҫӗр улми кӑлараҫҫӗ

"Иккӗмӗш ҫӑкӑра" паянхи куна 375 гектар ҫинчен тирпейленӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхипе танлаштарсан 30 процент нумайрах. Ку ӗҫ Елчӗк тӑрӑхӗнче те кал-кал пырать. Ҫакна Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев курса ӗненчӗ.

Елчӗк районӗнчи "Ҫӗр улмие мухтав" агрофирмӑра кӑҫал "иккӗмӗш ҫӑкӑра" 240 гектар ҫинче лартса ӳстернӗ. 20 ытла гектарне пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Вӑтам тухӑҫ 250 центнерпа танлашать. Уйра пӗр комбайн ӗҫлет. Кӑларнӑ ҫимӗҫе 2 ҫын тасатса тата суйласа пырать. Кунта "Коломбо" сорт ҫитӗнтернӗ. Ҫӑвӗпех шӑварса тӑнӑран тухӑҫ ӑнса пулнӑ. Хуҫалӑх ӗҫӗпе паллашнӑ май, Олег Николаев пахча-ҫимӗҫ управӑшӗ тӑвакансене патшалӑх пур енлӗн пулӑшма хатӗррине пӗлтерчӗ. "Ҫӗрулмие мухтав" агрофирмӑра шӑпах ҫакна тӗпе хурса тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта теплица комплексӗ тата управӑш тума 29 миллион тенкӗлӗх инвестици проекчӗсем пӑхса хунӑ. 

 

Надежда Александрова, Алексей Енейкин, Михаил Солин