Республикӑра зоотехниксен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен специалистсем Шупашкар районӗнчи пӗр хуҫалӑхра пуҫтарӑнчӗҫ.

Зоотехник-селекционерсем ӗнесем патне линейкӑпа циркульпа пыраҫҫӗ. Чӗр чуна тӗрлӗ енчен виҫеҫҫӗ, конкурсри кашни мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ҫитменлӗхӗсене палӑртаҫҫӗ. Ҫак пӗлӳ селекци ӗҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Ӑратлӑ выльӑхпа ӗҫлекен хуҫалӑхсенче ҫапла майпа сывӑ ӑрӑва суйласа илсе малалла ӗрчетеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илесишшӗн 12 зоотехник-селекционер тупӑшрӗ. Чи пултаруллисен ӑмӑртӑвӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи "Куснар" агрофирмӑра ӗҫлекен Ирина Филиппова мала тухрӗ. Вӑл Чӑваш Ен чысне Хусанта ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗлӗ. 

 

Алиса Александрова, Александр Отяков