Республикӑра ял хуҫалӑх культурисене сӑтӑр тӑвакансем ӗрченӗ

Ҫакӑнта вӗсене шӑрӑх ҫанталӑк пулӑшать. Хурт-кӑпшанкӑ уйрӑмах тыр пула тапӑнать.

"Слава картофелю" агрофирма виҫӗ районта вырнаҫнӑ. Ҫӗрсем ытларах Комсомольски тӑрӑхӗнче. Кунта 2 пин гектар. Ҫавӑн пекех Елчӗк районӗнче 1800 ытла тата Канаш районӗнче пин гектар. Хуҫалӑх, ятӗнченех паллӑ, ытларах ҫӗр улми туса илессипе ӗҫлет. Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнче вӑл 680 гектар йышӑнать. "Иккӗмӗш ҫӑкӑр" ӑнса пултӑр тесен технологие ҫирӗп пӑхӑнмалла, вӑл шутра вӑхӑтра апатлантармалла. Им-ҫампа усӑ курмасӑр та май ҫук. Унсӑрӑн ҫум курӑкӗпе хурт-кӑпшанкӑ ӗрчесе каять. Тӗрлӗ сӑтӑрҫӑран уйрӑмах ҫӗр улми, кӑшман, кишӗр, купӑста анисене сыхламалла. 

 

Диана Иванова, Владимир Синдеев