Ҫӗре пӑхса тӑмасан, ӑна вӑхӑтра пулӑхлатмасан - лайӑх тухӑҫ илеймӗн. Ҫакна хресченсем, паллах, ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та халех минераллӑ удобренисем туянаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Ене ҫак уйӑхра кӑна 6 миллион ҫурӑ тонна им-ҫам кӳрсе килме палӑртнӑ. Вӗсенчен 52 проценчӗ - аммиак селитри. Ытти ҫулти пекех паха им-ҫампа республикӑри пур хуҫалӑха тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр, тет Сергей Артамонов министр. Республика минераллӑ удобрени кӑларакан 6 пӗрлешӳпе килӗштерсе ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри - "Уралхим". Ку предприяти Чӑваш Енри хуҫалӑхсене нумай ҫул им-ҫампа тивӗҫтерет. Кӑҫал та икӗ ен ҫыхӑну тытасси пирки калаҫса татӑлчӗҫ.
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров