Ял хуҫалӑх тӗпчев институтӗнчи хӑмлаҫӑсен халӗ чи хӗрӳ тапхӑр. Тӑм ӳкиччен тухӑҫа пуҫтарса илме васкамалла. "Симӗс ылтӑн" лаптӑкӗ - 14 гектар. Ытларах пайне "Подвязный" сорт йышӑнать. Унӑн пахалӑхӗ те, тухӑҫлӑхӗ те аван - шӑпах пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтерме юрӑхлӑ, - теҫҫӗ кунта ӗҫлекенсем. Унсӑр пуҫне институт тӗнчери коллекцие - хӑмлан 200 ытла сортне упраса хӑварнӑ. Хальлӗхе ир пулаканнисене кӑна татса тирпейленӗ, ыттисене каярах пуҫтарса илӗҫ.
Кӑҫал республикӑра 200 тонна яхӑн хӑмла пуҫтарса илме палӑртнӑ. Ял хуҫалӑх тӗпчев институчӗ ӑна ҫитес икӗ эрнере татса пӗтерес тӗллевлӗ. Ҫитес ҫул вара хӑмла пахчи икӗ гектар пысӑкрах пулӗ.
Екатерина Фомина, Михаил Солин