Республикӑра "Раҫҫей симӗс ылтӑнӗ" фестивале хатӗрленеҫҫӗ

Кӑҫал вӑл ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫӑлать. Унта мӗнле программа пулать? Хӑш тӑрӑхран тата мӗнле предприятисем хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Ҫак ыйтусен хуравӗсене Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура уҫӑмлатрӗҫ.

Чӑвашсем мӗн авалтан хӑмла ӳстереҫҫӗ. Ҫӗршыври ҫак культурӑн 90 процентне шӑпах пирӗн республикӑра туса илеҫҫӗ. Кӑҫал та Сӑра фестивалӗ тӗп хулари Речниксен тӳремӗнче иртет. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан вара вӑл ытларах - 8 кун пырӗ. "Раҫҫей симӗс ылтӑнӗ" фестивале ҫӗршыври 14 регионтан предприятисем хутшӑнассине пӗлтернӗ. 6-шӗ - хамӑр республикӑран. Вӗсем хӑмларан тунӑ тӗрлӗ продукципе паллаштарӗҫ. Сӑра фестивалӗ чи малтанах "симӗс ылтӑна" туса илессинчи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явмалли лаптӑк. Ҫавӑнпа та пуян ӗҫлӗ программа пулать.

Фестивалӗн тепӗр ырӑ енӗ - унта хутшӑнакан пӗрлешӳсем пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашма, тупӑшлӑ килӗшӳсем алӑ пусма пултарни. Унсӑррӑн, паллах, хӑнасене конкурссем, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлес енӗпе ӑсталӑх сехечӗсем, концертсем кӗтеҫҫӗ. Сӑра вӗретмелли йӑла-йӗркепе те паллашма пулать. Чӑн та, фестивале тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Билет хакӗ 100 - 350 тенкӗ. Вӑл уявра мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнинчен килет. Апла пулин те йӗркелӳҫӗсем ҫак ӗҫ-пуҫ республикӑна туристсене ытларах явӑҫтарма пулӑшнине палӑртрӗҫ.

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова