Хӑмла туса илессипе пирӗн республика иртнӗ ӗмӗрте ҫӗршывӗпех чапа тухнӑ. 80-мӗш ҫулсенче ӑна 4 пин те 800 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ. Колхозсем саланнӑ хыҫҫӑн, нумайӑшӗ ҫак ӗҫ ҫине алӑ сулнӑ. Халӗ "симӗс ылтӑн" йышӑнакан лаптӑк пысӑках мар пулин те, Чӑваш Ен Раҫҫейре ҫав-ҫавах хӑмла туса илекен тӗп регион шутланать. Хӑмла пахчисем Етӗрне, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар районӗсенче упранса юлнӑ. Пирӗн тӑрӑхра ытларах техӗмлӗ сортсене ҫитӗнтереҫҫӗ, вӗсенче йӳҫеклӗх виҫи 3-8 процентпа танлашать. Ӑна кӑмӑллакансем, ыйтакансем чылаййӑн.
Екатерина Фомина