Республикӑра ӗне тытакансене иккӗмӗш ҫул субсиди парса хавхалантараҫҫӗ

Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх усракансене ҫу кунӗсенче - сӗт хакӗ чакнӑ тапхӑрти тӑкаксене саплаштарма пулӑшать.

Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗпе, Чӑваш Енре кӑҫал патшалӑх пулӑшӑвне 35 пин ытла кил хуҫалӑхӗ тивӗҫнӗ. Вӑл шутра Элӗк районӗнчи Ҫирӗккассинче пурӑнакан Курцовсен ҫемйи.

Колхоз пулнӑ чухне Лидия Курцова бригадирта тӑрӑшнӑ. Ҫав хушӑрах ӑна агроном ӗҫне те шанса панӑ. Хуҫалӑх аркансан та ҫӗр ӗҫне пӑрахас мар, тенӗ вӑл. Ахаль ларма хӑнӑхманскер, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме пуҫланӑ. Пӑрусене ытармасӑр хӑварсах пынӑ. Халӗ Курцовсен хӑйсенех пӗр кӗтӳ тесен те юрать - пурӗ 36 пуҫ. Вӑл шутра 12 ӗне. Выльӑх-чӗрлӗх шучӗ нумайланса пынӑ май ҫӗр те ҫитми пулнӑ. Хӗл каҫа тӑрантарма апат сахал мар кирлӗ. Ҫавӑнпа ҫемье юнашар ялсенчи лаптӑксемпе усӑ курма пуҫланӑ: тырӑ ҫитӗнтереҫҫӗ, утӑ туса илеҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Святослав Петров