Республикӑра ҫырла туса илесси аталанса пырать

Ку енӗпе Шупашкар районӗнче харӑсах темиҫе фермер ӗҫлет. Вӗсенчен пӗрисем - Платоновсем. Нумай пулмасть ӗҫе пуҫӑннӑ мӑшӑр патӗнче хӑнара Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулса курчӗ. 

Платоновсем 4 гектар ҫинче ҫӗр ҫырли ҫитӗнтереҫҫӗ. Паха продукцие хамӑр тӑрӑха кӑна мар, Мускава та ӑсатаҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр - Аринапа Дмитрий ҫак ӗҫе 2019-мӗш ҫулта кӳлӗннӗ. Малтан Италирен Мурано ятлӑ ҫӗр ҫырли калчисем кӳрсе килнӗ. Вӗсем Чӑваш Енре те ӑнса пулнине кура, Платоновсем хуҫалӑха аталантарма, продукци калӑпӑшне ӳстерме тӗллев лартнӑ. Ӗҫе пуҫӑнакан фермерсене патшалӑх гранчӗ пысӑк тӗрев кӳнӗ. Укҫапа хушма калчасем туяннӑ, ҫӗр лаптӑкне 5 гектара ҫити анлӑлатнӑ. Хуҫалӑхра ҫырлана сиенсӗр биологи им-ҫамӗпе кӑна хӳтӗлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн сӑмахӗпе, фермерсем Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче те ҫӗр ҫырлипе ӗҫлесе лайӑх тупӑш тума май пуррине ҫирӗплетнӗ. Ҫак енӗпе ыттисен те хастартарах пулмалла, терӗ.