"ВДС" хуҫалӑхра кӗрхисене 3 пин те 600 гектар акса хӑварнӑ. Калчасем лайӑх хӗл каҫнӑ, палӑртрӗ предприяти ертӳҫи Анатолий Ильин. Паянхи кун пурӗ 1300 гектар лаптӑк ҫинче минераллӑ удобрени хывнӑ.
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче хальлӗхе хуҫалӑхсем кӗрхисене 3 пин те 240 гектар, нумай ҫул ӳсекен курӑксене 1050 гектар им-ҫамланӑ. Республикипе вара кӗрхисем 92 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар тӑрӑхӗсенче чылай лаптӑк сиенленнӗ. Ҫавна май 27-30 процентне ҫӗнӗрен акмалла пулать, теҫҫӗ яваплӑ министерствӑра. Ҫураки валли вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Пурӗ 54 пин тонна хатӗрленӗ. Минераллӑ удобренисем пирки калас пулсан, 13 пин тонна туяннӑ. 1 гектар пуҫне 50 килоран сахал мар им-ҫам сапмалла. Кӑҫал республикипе тыр-пул лаптӑкӗ иртнӗ ҫулхи пекех 550 пин гектар йышӑнмалла. Ҫӗр ӗҫченӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳрессине те пӑхса хунӑ. Ҫанталӑк парсанах хуҫалӑхсем акана тухма палӑртаҫҫӗ.
Диана Иванова, Игорь Ульянов