Кӑҫалхи тыр-пул лаптӑкӗ Чӑваш Енре 543 пин гектарпа танлашать. Кӗрхисем 74 пин ытла гектар йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем аван хӗлкаҫнӑ. Хуҫалӑхсем вӑрлӑх ытлашшипех - 113 процент хатӗрленӗ. Удобрени туянма пӗрлешӳсене 115 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑра ҫавӑн пекех машин-трактор паркне ҫӗнетессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак тӗллевпе регион хыснинчен 1 миллиард та 100 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче туяннӑ техникӑшӑн субсиди пама кӑҫал тата 300 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнче кӑҫал 39 пин гектар ҫинче тыр пул туса илмелле. Пур хуҫалӑхра та тенӗ пекех уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев Елчӗкре ирттернӗ канашлура палӑртрӗҫ.
Владимир Тимофеев, Маргарита Львова, Святослав Петров








