Элӗк тӑрӑхӗнче 5 ҫул каялла 7 пин ытла гектар пушӑ выртакан ҫӗр пулнӑ. Ҫак лаптӑка пӗчӗклетессипе ҫулран-ҫул районта хастар ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне хыт-хура 1700-е яхӑн гектар йышӑннӑ. Ҫураки хыҫҫӑн тепӗр 700 гектар юлнӑ. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула ака-суха вӑраха тӑсӑлнӑ пулин те элӗксем ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ. Муркаш тӑрӑхӗнчи хуҫалӑхсем кӑҫал ҫӗр улми ҫине пусӑм тунӑ. Ӑна пӗлтӗрхинчен 47 гектар ытларах лартнӑ. Районта "иккӗмӗш ҫӑкӑр" пурӗ 270 гектар йышӑнать.
Алена Артемкина