Республикӑра ҫӗр улми кӑларас ӗҫ вӗҫленсе пырать

"Иккӗмӗш ҫӑкӑра" пурӗ 5 пин те 700 гектар лартнӑ. Паянхи куна ытларах пайне кӑларса тирпейленӗ. 

Вӑрнар районӗнчи "Мураты" хуҫалӑхра "иккӗмӗш ҫӑкӑра" 125 гектар ҫинче лартса ӳстернӗ. Эпир пынӑ чухне 6 гектар пуҫтармалли юлнӑччӗ. Ку вӑл 8 сехетлӗх ӗҫ, терӗ "Мураты" хуҫалӑх ертӳҫи Геннадий Спиридонов. Уяр ҫанталӑкра комбайнсем кунне 10-12 гектар кӑларса тирпейлеҫҫӗ. Ҫӗр улмине уйран ангарсене турттараҫҫӗ. Унта ӑна тасатса суйлаҫҫӗ те - ещӗксене тултарса управӑша хураҫҫӗ. 

Диана Иванова, Святослав Петров.