"Чурачикское" пӗрлешӳ вырмана утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухнӑ. - Ҫанталӑк кӑмӑлӗ улшӑнса тӑни ӗҫе кӑткӑслӑх кӳрет, ҫапах алӑ усмастпӑр, - теҫҫӗ кунта. Тухӑҫлӑхӗ савӑнтарать. Республикӑри вӑтам кӑтартуран вӑл самай пысӑкрах.
Тырӑ пуссине ултӑ комбайн кӑларнӑ. Пӗринчен тепри хӑватлӑ. Альберт Винокуров тытса пыракан хир карапне хуҫалӑх кӑҫал туяннӑ. Хальхи йышши техника ӗҫе хӑвӑртрах, пахарах тума май парать.
Республикӑри уй-хирте 900 ытла комбайн ӗҫлет. 589 пине яхӑн тонна тырӑ ҫапса илнӗ те ӗнтӗ. Гектартан вӑтамран 34 центнер тухать. Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Анатолий Такмаков палӑртнӑ тӑрӑх, тухӑҫлӑхӗпе Красноармейски округӗ малта пырать. Унта гектартан вӑтамран 40 центнер илеҫҫӗ. Кӗлете чи нумай тырӑ пухса кӗртекенӗсем - елчӗксем. Патӑрьелсем акнӑ лаптӑкӑн 86 процентне тирпейленӗ. Ку кӑтартупа вӗсем малтисем.
Кӗлетсене тултарнипе пӗрлех хуҫалӑхсем пулас тухӑҫ никӗсне те хываҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ кӗрхи культурӑсене хальлӗхе 26 пин ытла гектар акса хӑварнӑ.
Екатерина Фомина, Денис Афанасьев








