Республикӑра "Агростартап" грант виҫине 1 миллион тенкӗ ытларах ӳстересшӗн

Ҫак ыйтӑва халӗ Чӑваш Правительствинче сӳтсе яваҫҫӗ. Йышӑну тусан, кооперативри ӗҫе пуҫӑнакан фермерсем 5 миллион, ыттисем 4 миллион таран пулӑшу тивӗҫме пултараҫҫӗ. 

Хуҫалӑхра пахча-ҫимӗҫе лавккана ӑсатма хатӗрлеҫҫӗ. Кашни ҫеткӑра 25 кило суйланӑ ҫӗр улми. Алексей Одиков фермер "иккӗмӗш ҫӑкӑр" туса илессипе 2019-мӗш ҫултанпа тӑрӑшать. Ӗҫе пуҫарса яма "Агростартап" проект пулӑшнӑ. Унпа килӗшуллӗн фермер 4 миллион тенкӗлӗх грант тивӗҫнӗ. Ку укҫапа ял хуҫалӑх техники тата тӗрлӗ хатӗр туяннӑ. Малтанхи ҫулсенче ҫӗр улмине 5 гектар ҫинче ӳстернӗ пулсан, иртнӗ ҫул вара лаптӑка 70 гектар таран пысӑклатнӑ. Унсӑр пуҫне хуҫалӑхра 20 гектар ҫинче купӑста ҫитӗнтереҫҫӗ. Ку пахча-ҫимӗҫе те ыйтакан нумай.

2019-мӗш ҫултах Етӗрне тата Элӗк тӑрӑхӗсенчи 14 фермер тата 10 харпӑр хӑй хуҫалӑхӗсем "Ниме" кооператив йӗркеленӗ. Пурте вӗсем пахча-ҫимӗҫ туса илессипе тимлеҫҫӗ, ял ҫыннисене ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пӗлтӗр "Ниме" ял хуҫалӑх кооперативӗ 40 миллион тенкӗ грант илнӗ. Ку укҫапа пахча-ҫимӗҫ управӑшӗ тума палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех купӑста тасатмалли хатӗр туянӗҫ. Патшалӑх пулӑшу кӳни пысӑк тӗрев, теҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем.

Диана Иванова, Виктор Степанов