Республикӑра выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗке шута илессине 2022-мӗш ҫултах пуҫланӑ. Малтанах ку ӗҫе Патӑрьел, Канаш тата Комсомольски тӑрӑхӗсенче пикеннӗ. Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнчен вара ял хуҫалӑх чӗр чунӗсене паллӑ тӑвассине пур муниципалитета та явапланӑ.
Чӗр чунсене шута илнӗ чухне тӗрлӗ майпа паллӑ тума пулать. Тӗслӗхрен, мӑйракаллӑ шултра выльӑх хӑлхисем ҫине бирка ҫакма, ӳт айне ятарлӑ чип вырнаҫтарма е мӑйкӑч тӑхӑнтартма. Хуҫисем хӑйсем суйлама пултараҫҫӗ.
Мӑйракаллӑ шултра выльӑха тата лашасене, кайӑк-кӗшӗкпе сыснасене шута илессине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшчен вӗҫлемелле. 2025-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне пыл хурчӗсене тата кроликсене, 2026-мӗш ҫулта качакасемпе сурӑхсене шута илсе пӗтермелле.
Ветеринари службинче тепӗр хут ҫирӗплетсе каларӗҫ: ҫак ӗҫе налук тӳлеттерес тӗллевпе мар, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тытӑмра йӗрке тӑвас тӗллевпе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов, Игорь Ульянов