Ирхи ҫичӗ сехет. Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакансем патне сӗт пуҫтаракан ҫитнӗ. Кунта вӑл кашни кунах килет. Хӗлле литр чӗр таваршӑн 25 тенкӗ тӳленӗ. Халӗ - 10 тенкӗ йӳнӗрех. Ҫакӑн пек хак ял халӑхӗн кӑмӑлне хуҫни каламасӑрах паллӑ. Нумай ҫемьешӗн картишӗнчи выльӑх-чӗрлӗх - тупӑш ҫӑлкуҫӗ.
Чӑн та, ҫакӑн пек шутлакан чылаййӑн. Ҫакна сӗт пама тухакансен йышӗ пӗчӗкленсе пыни те ҫирӗплетет. Унччен касура 76 ӗнеччӗ, иртнӗ кӗркунне 46 юлчӗ, - теҫҫӗ чӑрӑшкассисем. Чӗр тавар хакӗ мӗншӗн чакнин сӑлтавне ҫынсене ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ. Сӗт нумай туса илме, ҫав вӑхӑтрах ӑна сахалрах туянма пуҫланӑ. Урӑхла каласан вӑл - ытлашшипех. Ҫавна май хакӗ те чакнӑ.
Унсӑр пуҫне техника туянсан, ӗнене искусствӑлла майпа пӗтӗлентерсен патшалӑх тӑкаксене саплаштарать. Тӗрӗссипе, сӗт хакӗ кашни ҫуркунне тенӗ пекех калаҫтарать. Ҫавна май ҫак ыйтӑва тӗпрен татса памалли майсем шырамалла, - тет Сергей Артамонов министр.
Кооператива чӑмӑртанни те пулӑшма пултарать. Ун чухне грант илсе чӗр тавара тирпейлес ӗҫе пуҫарса яма май пулӗ. Ҫакна валли патшалӑх кооператива 40 миллион тенкӗ таран уйӑрать. Сӗт хакӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ кашни муниципалитетрах сӳтсе яврӗҫ. Ҫакӑн пек тӗл пулусем тухӑҫлӑ та усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ влаҫра тӑракансем.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов