Пулас тухӑҫ пирки халех шутлаҫҫӗ

Чӑваш Енри аграрисем ҫуракине хатӗрленсе паянхи кун тӗлне 4 пин тонна ытла удобрени янтӑланӑ. Ку вӑл мӗн палӑртнин пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ. Паха удобрени - пулас тухӑҫӑн никӗсӗ, теҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. Ҫавӑнпа тавар туса илекенсене суя им-ҫам тӗлне лекесрен асӑрхаттараҫҫӗ. Чӑваш Енре ку тӗлӗшпе нумай ҫул шанчӑклӑ пӗрлешӳсем ӗҫлеҫҫӗ. 

Андриян Николаев фермер удобрени туянма Апат-ҫимӗҫ фончӗн Ҫӗрпӳри управӑшне Вӑрмартан килсе ҫитнӗ. Вӑл Кӗтеснерте ашшӗпе пӗрле хуҫалӑх йӗркелесе янӑ. 130 гектар ҫӗр ҫинче ӗҫчен ҫемье тулӑпа ыраш туса илет. Кӗрхи культурӑсене апатлантарма ҫуркунне 15 тонна аммиак селитри кирлӗ. 

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Леонид Андреев фермер та им-ҫамсӑр паха тухӑҫ пулманнине ӑнланать. Вӑл ҫак тӗллевпе банкран кивҫен укҫа илме те хирӗҫ мар. 

Ҫав вӑхӑтрах суя продукци тӗлне пуласран асӑрханмалла. Ун пек им-ҫам ӳсен-тӑрана пысӑк сиен кӳме пултарать. Ҫавӑнпа та хими предприятийӗсем хӑйсен таварне шанчӑклӑ пӗрлешӳсене кӑна параҫҫӗ. Республикӑри Апат-ҫимӗҫ фончӗ ятарлӑ тытӑмра регистрациленнӗ заводсемпе тӳрремӗн ӗҫлет. Кунта халӗ пурӗ 12 тӗрлӗ удобрени пур. Вӗсене вагонсенчен тӳрех автомашинсем ҫине тиесе хуҫалӑхсене ӑсатаҫҫӗ.

Ҫак складсенче темиҫе пин тонна таран удобрени упранать. 3 хут сийлӗ михӗсене тултарнӑран вӗсем кирек епле ҫанталӑкра та пахалӑхне ҫухатмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем укҫине тӳлесе хураҫҫӗ те ҫуркунне кӑна турттарса каяҫҫӗ. Нумайӑшӗ вара кӗркунне тухӑҫ илнӗ хыҫҫӑн татӑлаҫҫӗ.

Ҫурхи акана еплерех хатӗрленнинчен тухӑҫ мӗнле пуласси нумай килет. Сӑмахран, пӗлтӗр республикӑра 1 миллион тонна тӗш тырӑ пуҫтарса илнӗ. Ял хуҫалӑх министерствинче кӑҫал та кӑтартусем кая мар пуласса шанаҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Святослав Петров