Пулӑ ӗрчетме пуҫласшӑн, килти выльӑх-чӗрлӗх валли апат кӑларакан лини хута ярасшӑн

Етӗрне районӗнчи "Герой" хуҫалӑх ҫакнашкал тӗллевпе пурӑнать. Кун пирки унӑн ертӳҫисем Раҫҫей Федераци Канашӗн сенаторне Николай Фёдорова тата республикӑн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова каласа кӑтартрӗҫ.

"Герой" хуҫалӑх акана хатӗрленет. Вӑрлӑха тасатса пӗтернӗпе пӗрех, ӑна кунта ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра 140 тонна ытла элита кӳрсе килмелле. Паха пӗрчӗрен тухӑҫӗ те пысӑкрах пулать, - теҫҫӗ кунта. Хуҫалӑх ӗне, сурӑх усрать, выльӑх пуҫне ӳстерес, ферма ҫурчӗсене ҫӗнетес тӗллевлӗ кунта. Пулӑ та ӗрчетес кӑмӑллӑ. Пӗвесенчен пӗрне пӗлтӗр кӗркке, урӑхла каласан форель йышӑннӑ. Кӑҫал тата пин тонна вӗтӗ пулӑ кӳрсе килесшӗн хуҫалӑх. Ҫӗнӗ проекта Федераци Канашӗн сенаторӗ Николай Фёдоров ӑнӑҫлӑ шухӑш тесе палӑртрӗ. 

 

Екатерина Фомина