Правительство Ҫуртӗнче ял хуҫалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансене чысларӗҫ

Уй-хирте техника сасси шӑплансан, пӳлмесем тухӑҫпа тулсан, ҫитес ҫула ҫӗр хатӗрлесе ҫӗнӗ вӑрлӑх хурса хӑварсан ял хуҫалӑхра вӑй хуракансем уява пухӑнаҫҫӗ. Раҫҫейре ҫулленех  юпа уйӑхӗнче паллӑ тума йышӑннӑ праҫник ячӗпе ӗҫре палӑрнисене Правительство ҫуртӗнче уйрӑммӑн саламласа чысларӗҫ. 

Республикӑри ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ тытӑмӗнче паян 17 пин ытла ҫын вӑй хурать. Ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннисен ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те тивӗҫӗсем сахал мар. Кӗр мӑнтӑрӗпе кӑтартусене пӗтӗмлетеҫҫӗ те хавхаланупа малалла талпӑнаҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене нимӗнле йывӑрлӑх умӗнче пуҫа усмасӑр тӑрӑшакансене тав турӗ. 

Хуҫалӑх аталанӑвӗшӗн ырми-канми вӑй хуракансемшӗн професси уявне тулли пӳлмепе, лӑпкӑ чунпа кӗтсе илни - хӑйех савӑнӑҫ. 

Патшалӑх наградисене тивӗҫнисем  йышлӑн пулчӗҫ уявра. Светлана Михайлова Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "Куснар" агрофирмӑра машинпа ӗне сӑвакан оператор. Кулленех вӑл 100 ӗне сӑвать, выльӑха чир-чӗртен тимлесе тӑрать. Светлана Васильевна Республика Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗ.

Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенчи чылай тивӗҫе техника хӑй ҫине илсе самай ҫӑмӑллатать. Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫ ҫыннин пурпӗр вӑхӑчӗ ҫук. Муркашри чӑх-чӗп фабрикинче тӑрӑшакан Елена Николаева кайӑк-кӗшӗке апатлантарассишӗн яваплӑ, кун каҫипе темиҫе хутчен те ҫӑмарта пуҫтармалла. Елена Владимировнана "Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят парса чысларӗҫ. 

Республикӑри ял хуҫалӑх аталанӑвне фермер хуҫалӑхӗсем те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Ҫамрӑксене тӗрлӗ енлӗ пӗлӳ пама ятарлӑ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Фермер шкулӗнче ӑс пухакансене, сӑмахран, ҫырла ӳстерме, пулӑ ӗрчетме, сыр пӗҫерме тата ытти меслетпе ӗҫ пуҫарма пулӑшаҫҫӗ.
Чыслава пухӑннисене тӗрлӗ награда илнӗ ятпа саламласа малашнехи ӗҫре те хавхалану сунчӗҫ.

Алиса Александрова, Святослав Петров