Пирӗн республика селекционерӗсем хурсен ҫӗнӗ кроссне кӑларнӑ

Ӑна Макулински ят панӑ. Вӑл мӗнпе паха пулнине пӗлме пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи хуҫалӑха ҫитрӗ. Ҫак хурсене шӑпах унта ӗрчетеҫҫӗ, нумай пулмасть вара предприяти патент илнӗ. 

Чӑваш республикин кайӑк-кӗшӗкӗ хамӑр енче кӑна мар, Раҫҫейӗпех палӑрнӑ. Ҫӗрпӳ округӗнчи хуҫалӑхра ӗрчетекен хурсене Крым, Калининград, Сахалин таранах ӑсатаҫҫӗ. Беларуҫпе Казахстана та чӑвашсемех тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Пулас ӑрӑва инҫе ҫула инкубаци ҫӑмартинче яраҫҫӗ те вырӑна ҫитсен чӗпӗ кӑлараҫҫӗ. Ҫывӑхра туянас текенсене кӑштах ӳссе аталаннӑ кайӑк-кӗшӗке сутаҫҫӗ. Кӑҫал "Макулинский" кросс шутласа кӑларнине Раҫҫейри селекципе ӗҫлекен патшалӑх комиссийӗ ҫӗнӗлӗх, пысӑк ҫитӗнӳ тесе йышӑнса "Вурнарец" предприятие патент панӑ. 2008-мӗш ҫултанпа ӑратлӑ кайӑкпа ӗҫлеҫҫӗ кунта, 2011-мӗшӗнчен селекципе. Малтанласа Линда йышши пин те 500 хуртан пуҫланӑ. Халиччен пулман ӑрат кӑларассипе ӑсчахсем 10 ҫул ытла тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ. Ҫӗнӗ йышши хур тӗреклӗхне, тӳсӗмлӗхне, пурӑнаслӑхӗпе йӑх тӑсас пахалӑхӗсене тӗпе хунӑ. Ял хуҫалӑх кайӑкӗн генетикине, селекцине тӗпчекен профессор Яков Ройтер каланӑ тӑрӑх, пысӑк ӗҫӗн кӑтартӑвӗсемпе мухтанмалӑх пур. "Ҫӗнӗ кросс пӑхса ытармалла мар, ученӑйсем ҫине тӑрса ӗҫленине хурсем тӳрре кӑларчӗҫ", - тет патент панине ҫирӗплетекен документпа чыслама килнӗ хӑна. 

Паян "Вурнарец" хуҫалӑхӑн картисенче 22 пин ҫурӑ пуҫ ӑратлӑ хур какалать. Ку вӑл ашшӗ-амӑшӗн кӗтӗвӗ. Кашнин хӑйӗн паспорчӗ пур. Документ тӑрӑх кайӑкӑн аслашшӗ-асламӑшӗ кам пулни, йӑх историйӗ таранах пӗлме пулать. Аслисем кун каҫипе вӑхӑтне уҫӑ сывлӑшра ирттернӗ хушӑра инкубаци цехӗнче ҫӗнӗ ӑру кун ҫути курма хатӗрленет. Утӑ уйӑхӗнче кӑҫал юлашкисем ҫӑмартаран тухаҫҫӗ. Инкубаци машинисене пирвайхисене нарӑсӑн 27-мӗшӗнче хунӑ. 

Ку пӳлӗмри машинсенче ҫӑмартасене 27 кун усраҫҫӗ. Ӑшӑпа, ҫутӑпа, нӳрӗкпе тивӗҫтернисӗр пуҫне, чӗпӗсем пӗр вырӑнта ан хытчӑр тесе маттясене хускатсах тӑмалла. Ку ӗҫе техника тӑвать. Кашни сехетре ҫӑмартасене 45 градус таран енчен-енне ҫавӑрать. Чӗпӗ тухмалӑх аталанса ҫитсен 3 кун маларах тепӗр пӳлӗме куҫараҫҫӗ. Сарӑ чӑмаккасем шиплетме пуҫласанах ҫутӑ та ӑшӑ яраҫҫӗ. Кунта вӗсен шучӗ те ҫук. Иртен пуҫласа каҫченех хӑйсене пӑхакансене, апатлантаракансене сасӑранах палласа хирӗҫ чупаҫҫӗ.

4 кунри хур чӗпписен - хӑйсен вырӑнӗ. Кирлӗ чухлӗ ӳссе ҫитӗнсен вара кайӑк-кӗшӗке сутма ӑсатаҫҫӗ. Чӑваш Республикине, кӳршӗ регионсене, чикӗ леш енне те. Сезонра 500 пин чӗпӗ таран кӑлараҫҫӗ предприятире. Раҫҫейри хур йышӗн 70 проценчӗ "Макулинский" кроссран тӑрать. Пурӑнаслӑхӗпе тата тӗк пахалӑхӗпе ҫак ӑрат Европӑра малтисен йышӗнче. "Вурнарец" предприяти ертӳҫи Александр Макулин палӑртнӑ тӑрӑх, ӑратлӑ кайӑка таса апатпа кӑна усрама юрать. Ҫавна май предприяти 2 пин гектар лаптӑк ҫинче тырпул ӳстерет . Хуҫалӑхри хурсен кулленхи рационӗнче тулӑ, урпа, пӑрҫа. Пӗрлешӳре хӗлӗн-ҫӑвӗн 50 ҫын вӑй хурать. Халӗ кунта кайӑк-кӗшӗк апачӗ хатӗрлеме вырмана тухма вӑхӑт ҫитессе кӗтеҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов