Виҫӗ сехете яхӑн пынӑ тӗл пулура калаҫу ытларах пестицидсемпе агрохимикатсене усӑ курасси тавра пычӗ. Рапс анисене им-ҫам сапни утарҫӑсене нуша кӑтартать. Кӑҫал кӑна Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗ пыл хурчӗсем йышлӑ пӗтнипе ҫыхӑннӑ 25 ыйту пӑхса тухнӑ. Шар курнисен йышӗнче Улатӑр, Сӗнтӗрвӑрри, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем. Канашлура вӗсене те сӑмах пачӗҫ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Владимир Медведев ҫак ҫулла вӗлле хурчӗн 200 ытла ҫемйине ҫухатнӑ, 5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Владимир Павловский утарӗ те пушанса юлнӑ. Хурт-хӑмӑр ӑстисем тӗрӗслӗхе халӗ судра шыраҫҫӗ. Надзор органӗсен тӗрӗслевӗ вара ял хуҫалӑх предприятийӗ пестицидсемпе усӑ курасси ҫинчен асӑрхаттармалли йӗркене пӑснине ҫирӗплетнӗ, штраф тӳлеттернӗ. Ытларах чухне инкек сӑлтавӗ им-ҫам сапасси пирки утарҫӑсене вӑхӑтра, кирлӗ пек пӗлтерменни, - тесе палӑртрӗҫ канашлура. Вӗлле хурчӗсене сыхласа хӑвармалли меслетсем ҫук мар, анчах кӑткӑслӑхӗ те пур. Е пыл хурчӗсене вӗллере хупса усрама сӗнеҫҫӗ.
Ҫавна май утарҫӑсем пысӑк хӑрушлӑхлисен шутне кӗрекен пестицидсем вырӑнне йӑвашраххисемпе усӑ курма, рапса, ял хуҫалӑх культурисене чечеке лариччен сапма сӗнчӗҫ. Сергей Артамонов министр вӗлле хурчӗ ӗрчетекенсемпе хуҫалӑхсен пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлеме вӗренмелле, - терӗ. Канашлӑва пухӑннисем Республикӑри утарҫӑсен пӗрлӗхне тата Ветеринари службипе Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн тата ытти яваплӑ ведомствӑсен специалисчӗсене пӗрлештерекен ӗҫ ушкӑнне йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ. Пыл хурчӗсем пӗтнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатасси - вӗсен тивӗҫӗ пулӗ. Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ вара методика кӑтартӑвӗсене хатӗрлӗ. Ҫавӑн пекех тӗл пулура вӗллесене куҫармалли урапа туянакансен тӑкакӗсене саплаштармалли майсене пӑхса тухма сӗнӳ пулчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Ял хуҫалӑх министерстви утарҫӑсемпе пӗр чӗлхе тупайман ҫӗр ӗҫченӗсемпе те пухӑнса калаҫас тӗллевлӗ. Ахӑртнех, субсиди уйӑрмалли йӗркене улшӑнусем кӗртӗҫ. - Енчен те суд пыл хурчӗсем им-ҫам сапнине пула пӗтнине ҫирӗплетсен, хуҫалӑха патшалӑх пулӑшӑвне сахалрах пама е унсӑр хӑварма пултарӗҫ, - палӑртрӗ Сергей Артамонов.
Ҫавӑн пекех тӗл пулӑва килнисене ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшчен вӗлле хурчӗсене маркировка тумаллине аса илтерчӗҫ. Хальлӗхе республикӑра шута илнӗ 34 пин ҫемьерен икӗ пин те 300-шне кӑна "Хорриот" информаци тытӑмӗнче шута илнӗ.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов