Пӗлтӗрхи пек тухӑҫ кӗтмелли ҫук

Ҫанталӑк хӑйӗн хӗрӳлӗхне чакарчӗ, ҫумӑрпа сулхӑн тинех сывлӑша кӑштах уҫӑлтарчӗҫ пулин те, нӳрӗксӗр аптӑраса ҫитнӗ ҫӗр ҫаплипех инкекре. Чӑваш Енри 4 муниципалитетра - Канаш, Вӑрмар, Куславкка, Тӑвай енӗсенче - чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине йышӑннӑ. Вӗсенче 9 пин гектар лаптӑк ҫинче тырпул пӗтнӗ. 

Эдуард Шамуков фермер уй-хирӗнчи ҫӗр лаппипех ҫурӑлса пӗтнӗ. 200 ытла гектар лаптӑк ҫинче кунта ҫурхи тата кӗрхи тулӑ, урпа хумханать. Кӑҫал ҫумӑр питех савӑнтарман, ҫу, ҫӗртме уйӑхӗнче те типӗ пулнӑ. Пӗлтӗр гектартан 45 центнер тухӑҫ пухса илнӗ пулсан, кӑҫал ун пек кӑтартусем пирки ӗмӗтленмелли те ҫук. 

Ҫакнашкал йывӑрлӑх республикӑри 60 ытла ял хуҫалӑх предприятине пырса тивнӗ. Канаш тӑрӑхӗнче уйӑх тӑршшӗпех ҫӗрти нӳрӗк чакса пынӑ. Ҫак хушӑра 20 сантиметр тарӑнӑшӗнче 10 миллиметртан иртеймен вӑл. Ҫакӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру йышӑнассин сӑлтавӗ пулнӑ та. 

Кӳршӗри Тутарстанпа Пушкӑртра та типпе пула ятарлӑ йышӑну тума тивнӗ. Регионти министерствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, нимӗнле улшӑнусем те пулмасан чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва республикипех йышӑнма пултарӗҫ. Вӑхӑтлӑх килсе кайнӑ ҫумӑр нӳрӗксӗр аптӑранӑ гектарсене пулӑшасси хальлӗхе иккӗленӳллӗ.

Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Игорь Зверев