Урамра ял хуҫалӑх техникин куравӗпе паллашма пулать. 10 компани хутшӑнать унта. Ҫӗнӗ йышши трактор-комбайн, тӗрлӗ машин уйрӑмлӑхӗсем пирки специалистсем тӗплӗн ӑнлантарса пама хатӗр. Комплексӑн пӗрремӗш хутӗнче ҫӗр улми вӑрлӑхне туянма май пур. 6 хуҫалӑх тивӗҫтерет унпа, 30 сорта яхӑн сӗнеҫҫӗ вӗсем. Кӑҫал Лорх ячӗллӗ федераци тӗпчев центрӗ те хӑй кӑларнӑ вӑрлӑха сутма илсе килнӗ. Курава Раҫҫейри 20 ытла регионтан тата Беларуҫ республикинчен 85 компани хутшӑнать. "Иккӗмӗш ҫӑкӑра" халалланӑ уяв программи пуян. Йӑлана пӑсмасӑр курава килекенсем ҫӗр улмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе те ас тивсе пӑхма пултарӗҫ.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов, Виктор Степанов, Юрий Стифонов