Шупашкар районӗнчи Оппукасси ялӗн кӑнтӑр енчи лаптӑкӗнче 2014-мӗш ҫулччен кил-ҫурт тавраш пулман. Асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн 4 ҫул хушшинче кунта ҫул ҫарнӑ, газ, ҫутӑ тата шыв кӗртнӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта чылай ҫамрӑк ҫемье тӗпленнӗ. Ялсене аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри "Хӗвеланӑҫ" микрорайонне те хӑтлӑх кӗртнӗ. Пӗтӗмпе ҫакна валли 65 миллион тенке яхӑн усӑ курнӑ. Канаш районӗнчи Муллаварта вара кӑҫал 23 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тунӑ.
Елена Дмитриева, Татьяна Самсонова, Михаил Солин