Ҫак таврари хирсем пӗр вӑхӑт юхӑнса выртни Патӑрьел тӑрӑхӗн ертӳҫине хытах шухӑшлаттарнӑ. 10 ҫул каялла пуҫаруллӑ хуҫа тупӑнса Красномайски ҫӗрӗ ҫинче тӗрлӗ культура ҫитӗнтерме пуҫлани ҫӑлӑнӑҫах пулнӑ темелле. Кунта Тӑрӑн ялӗнчен килсе "Пучах" хуҫалӑх йӗркеленӗ Борис Думилин фермер халӗ 750 гектара ӗҫе кӗртнӗ.
Тӗрлӗ культура ӳстерет фермер. Тӗш тырӑсӑр пуҫне, хӗвелҫаврӑнӑш тухӑҫӗ хуҫалӑха ура ҫине тӑрса аталанма май панӑ. "Патшалӑх пулӑшӑвӗпе 120 лаша туянтӑм, малашне вӗсене тата ӗрчетес кӑмӑл пур", - тет Борис Петрович. Ял-йыш пӗрле пулнине ырлать.
Юнашарах - тепӗр фермерӑн, Илнар Ямалетдиновӑн, ҫӗрӗсем. Вӑл та 100 гектар ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш ҫитӗнтерет. 5 ҫул каялла Хусанти ҫу комбиначӗпе ҫыхӑну йӗркелени усӑллӑ пулса тухнӑ: компани вӑрлӑхпа тивӗҫтерет, акаран пуҫласа вырмаччен кирлӗ канаш парса тӑрать. Гектартан 25-30 центнер илеҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ, апла кӑҫал та тухӑҫ аван пулмалла. Ямалетдинов 2019 ҫулта пуҫлакан фермер пек, унтан ҫемье ферми уҫнӑшӑн патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗшӗн кӑмӑллӑ. Фермер урпа, сӗлӗ, куккурус ӳстерет. Халӗ выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ: хуҫалӑхра 100 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур. Кӳршӗсем, чӑвашпа тутар, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне тӗрев параҫҫӗ.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова