Патӑрьел тӑрӑхӗнче чипс кӑларма пуҫласшӑн

Халӗ ҫӗр улми тирпейлемелли цех хӑпартаҫҫӗ. Ҫӗнӗ производствӑна "Лук-агро" ял хуҫӑлӑх кооперативӗнче хута яраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне пӗрлешӳре ҫевок туса илеҫҫӗ. Ҫӗршывра ҫитӗнтерекен мӗн пур вӗт суханӑн ҫурри ытла - шӑпах Патӑрьел тӑрӑхӗнчен. Чи пӗлтерӗшли - кунта хӑйсем туса илнӗ вӑрлӑхпа кӑна усӑ кураҫҫӗ.

Пӗр гектар ҫинче 20 миллион ытла вӑрлӑх. Кунта уйӑх каялла ҫевок акса хӑварнӑ. Халӗ ем-ешӗл уй-хир уйрӑмах черчен: ӳсен-тӑран йӑл илет - тымарӗсем ҫирӗпленсен, авӑрсем тепӗр хут шӑтса тухаҫҫӗ. Вӗт сухан кооперативра 50 гектар йышӑнать, вӗсенчен 20 гектарне хӑйсем туса илнӗ чернушка акса хӑварнӑ - вӑрлӑха Крымра ҫитӗнтернӗ. Чылай чухне ӑна Европӑран илсе килнӗ пулсан, халӗ сухан вӑрлӑхне хуҫалӑх хӑйех хатӗрлеме пуҫланӑ. Ҫевока кунтан ҫӗршывӗпех илме килеҫҫӗ - ӑна туянасси пирки кӗркунне килӗшӳсем туса ҫирӗплетеҫҫӗ. 

Кооперативра пур ӗҫе те механизациленӗ. Ҫавна май ҫевока акассине, сӑмахран, 4 кунта вӗҫленӗ, халӗ лайӑх тупӑш ҫитӗнтерес тесе тӑрашаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа пӗрлех хуҫалӑхра ҫӗр улми, купӑста тата хӗрлӗ кӑшман та туса илеҫҫӗ. Ҫевок лайӑх пултӑр тесен, ҫӗр ҫаврӑнӑшне шута илмелле, ытти культурӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне лартмалла. Ҫапла ҫӗр те пулӑхланать, пахча-ҫимӗҫе те ӑнӑҫлӑ вырнаҫтарма пулать. Пӗтӗмпе тӗрлӗ культура 270 гектар йышӑнать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче шӑвармалли хатӗр туяннӑ, ҫур хакне патшалӑх саплаштарни самай пулӑшу кӳнӗ. 

"Лук-агро" ял хуҫалӑх кооперативне 2018-мӗш ҫулта йӗркеленӗ. Хушма хуҫалӑх тытакансемпе фермерсем, предприяти ертӳҫисем - пӗтӗмпе 30 ытла ҫын ҫевок туса илме пӗр йыша чӑмӑртаннӑ. Ҫапла ушкӑнпа ӗҫри чылай йывӑрлӑха татса параҫҫӗ.

Ҫӗршыва вӗт суханпа тивӗҫтернипе пӗрлех, ҫӗр ӗҫченӗсен халӗ пушанса юлнӑ тепӗр енӗпе те хастар ӗҫлеме ҫул уҫӑ - вӗсем вӑрлӑх туса илееҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ нумай пулмасть Узбекистана ҫитсе килнӗ май, шӑпах кун пирки те сӑмах пуҫарнӑ. 

Чипсы туса каларсси - чикӗ леш енчи продукцие хамӑр патӑртипе улӑштармалли тепӗр проект. Ҫӗр улмине тирпейлемелли цеха Кивӗ Туҫа ялӗнче хӑпартӑҫҫӗ. Кӑҫал кооперативра тонна ҫурӑ ятарлӑ сорт ҫитӗнтересшӗн. Цехра тулли производство пулать: хӑйсен уй-хирӗнче илсе килнӗ чӗр тавара ҫуса тасатаҫҫӗ, кирлӗ пек тураса ӑшалаҫҫӗ, кунтах сутма хатӗрлеҫҫӗ. Инвестпроекта пурнӑҫлама 60 ытла миллион тенкӗ явӑҫтарнӑ. Патшалӑх хатӗрсен 30 проценте саплаштарма субсиди уйӑрса парать. Кунта 20 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме пултараҫҫӗ. Цеха ҫулталӑк вӗҫӗнче хута яма палӑртнӑ.

 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров, Николай Скворцов