Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫевок кӑлараҫҫӗ тата ҫырла пуҫтараҫҫӗ

Республикӑри хуҫалӑхсенче кунран кун ӗҫ хӗрсе пырать. Выльӑх апачӗ хатӗрленипе пӗрлех хресченсем пулса ҫитнӗ тухӑҫа пуҫтарма пуҫланӑ. Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗпе, паянхи куна Елчӗк, Комсомольски тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсенче кӗрхи тулӑ выраҫҫӗ. Патӑрьелсем вара ҫевок кӑларас ӗҫе пикеннӗ, ҫавӑн пекех ҫырла пуҫтараҫҫӗ. 

Патӑрьел тӑрӑхӗнче хальхи вӑхӑтра выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫ малалла пырать - иккӗмӗш укоса тухнӑ, пин гектар ытла курӑк ҫулнӑ. Паянхи куна 12 пин тонна яхӑн утӑ тата 25 пин тонна яхӑн сенаж янтӑланӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен вара ятарлӑ комисси ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен фермер хуҫалӑхӗсем вырмана мӗнлерех хатӗр пулнине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмлетӳсем аван. 

Ҫевок кӑларас ӗҫре малтисенчен пӗри - "Красное Знамя" предприяти. Кунта сухан 25 гектар йышӑнать. Ӑна алӑ вӗҫҫӗн те, тракторпа та кӑлараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хуҫалӑхра 515 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем, 100 гектара яхӑн ҫӗр улми, 190 гектар выльӑх апачӗ валли куккурус ҫитӗнтереҫҫӗ. "Аван тухӑҫ илес тесен пур ӗҫе те вӑхӑтра тумалла", - теҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем. 

Патӑрьелти улма-ҫырла питомникӗнче хура хурлӑханпа хӑмла ҫырли пиҫсе ҫитнӗ. Вӗсене вӑхӑтра пухса кӗртмелле. Хура хурлӑхан плантанцийӗ 78 гектар йышӑнать. Вӗсенчен 26-шӗ ҫырла параканнисем. Ҫырлана ятарлӑ техникӑпа тирпейлеҫҫӗ. Гектартан 2 тонна яхӑн ҫимӗҫ илеҫҫӗ. Хура хурлӑхана туянма ытти регионсенчен те килеҫҫӗ. Хӑмла ҫырлине вара вырӑнти ҫынсене пуҫтармалӑх ҫеҫ ӳстереҫҫӗ. Ҫакӑн валли пӗр гектар пӑхса хӑварнӑ. Ҫак лаптӑкран 2 тонна яхӑн ҫырла илеҫҫӗ. 

Малашне хӑмла ҫырли тата хурлӑхан лаптӑкӗсене шӑвармалли хатӗрпе тивӗҫтересшӗн. Хальхи вӑхӑтра ҫакӑн валли документсене пуҫтараҫҫӗ. Мелиораци тухӑҫа самай ӳстерме май парӗ. Унсӑр пуҫне питомникри 27 пин ҫурӑ лаптӑкра вырнаҫнӑ кивӗ сад-пахчасене ҫӗнетеҫҫӗ, хӑвӑртрах ҫимӗҫ пама пуҫлакан сортсене лартаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Димитрий Макаров