Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ производствӑсем хута ячӗҫ

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура сыр тӑвакан тата ҫӑмарта тирпейлекен цехсем уҫӑлчӗҫ. Ҫакӑ хушма ӗҫ вырӑнӗсем пулнипе те паха. 

Хирти Пикшик ялӗнче вырнаҫнӑ "Молочные зори" предприятие 4 ҫул каялла хута янӑ. Пӗлтӗрхи ҫур ҫулта кӑна кунта 2 пин тонна яхӑн продукци туса кӑларнӑ. Сыр тӑвакан ҫӗнӗ линие уҫни вара производствӑна анлӑлатма, хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парӗ. Ҫакӑн валли 300 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 

Предприятине чӗр таварпа вырӑнти тата юнашар округсенчи хуҫалӑхсем тивӗҫтереҫҫӗ. Хатӗр юр-вара вара ҫӗршывӗпех ӑсатаҫҫӗ. Вӑл шутра Мускава, Чулхулана, Ӗпхӳне, Брянска тата ытти ҫӗре те. Кооперативӑн тӗллевӗсем анлӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта икӗ склад хӑпартаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара типӗтмелли цех хута ярас тӗллевлӗ. 

Тепӗр пысӑк лини Патӑрьелте уҫӑлчӗ. "Яйпро" предприятире кунне 4 тонна ҫӑмарта тирпейлеме пултараҫҫӗ. Ӗҫе пӗлтӗрхи ҫуркунне пикеннӗ. Ҫакӑн валли 20 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. 

Кунта хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен оборудовани вырнаҫтарнӑ. Малтан ҫӑмартана хуппинчен уйӑраҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн саррипе шуррине пӗрлештерсе ятарлӑ хутӑш хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна сывлӑш кӗмен хутаҫсене ярса пылак ҫимӗҫ тата ҫӑкӑр пӗҫерекен предприятисене ӑсатаҫҫӗ. Кун пек производство Атӑл тӑрӑхӗнче те ҫук. Ҫӑмартана кунта хамӑр тӑрӑхран, Тутарстанпа Удмурт республикисенчен кӳрсе килеҫҫӗ. 

Хальхи вӑхӑтра предприятире 15 ҫын тӑрӑшать. Малашне производство мӑнаҫлӑхне тата ӗҫлекенсен шутне ӳстерме палӑртаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов