Пахча-ҫимӗҫ туса илме те, туризма аталантарма та ӗлкӗрет

Уй-хирсемпе сад-пахчасем пушанса пыраҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ культурӑсене ҫитӗнтерекенсен вырма вӗҫленнӗ пулсан, ҫӗр улми, пахча-ҫимӗҫ туса илекенсен халӗ шӑпах хӗрӳ вӑхӑт. Красноармейски тӑрӑхӗнчи Шумиловсен хуҫалӑхӗнче те ӗҫ вӗрет. 

Валерий Шумилов фермерӑн купӑста йӑранӗсем 15 гектар йышӑнаҫҫӗ. Шӑрӑха, типпе чӑтакан сортсене лартма тӑрӑшать вӑл. Вӗсене пӑхма та ҫӑмӑл, шӑварса аппаланас та ҫук. 

Ыйтнине кура пуҫлӑ купӑста кӑна мар, чечеклине, ҫулҫӑллине те ҫитӗнтерме пуҫласшӑн хуҫалӑхра. Тухӑҫа вырнаҫтарсах пыраҫҫӗ, яланхи туянаканӗсем те пур, пахча-ҫимӗҫ агрегаторӗпе те ҫыхӑну йӗркеленӗ. Хӗле валли упрама та хураҫҫӗ. Валерий Николаевич фермер лавне 1992-мӗш ҫултах кӳлӗннӗ. Малтанах икӗ гектар ҫинче ӗҫленӗ, халӗ 300 гектара яхӑн. Ҫемйипе пӗрле тытса пыраҫҫӗ хуҫалӑха. Купӑстасӑр пуҫне тыр-пул, ҫӗр улми туса илеҫҫӗ Шумиловсем. Пӗрчӗллӗ культурӑсене кӗлете кӗртсе хунӑ, кӗҫех иккӗмӗш ҫӑкӑр лаптӑкӗ те пушанать. Ҫӗр улмине ял ҫыннисем ӑмӑртмалла тенӗ пек пуҫтараҫҫӗ. Ирхи саккӑрта хире тухаҫҫӗ. Мӗнле тухӑҫ илесси мӗн акнинчен килнине асра тытаҫҫӗ хуҫалӑхра. "Гала" ятлӑ сорта кӑмӑлланӑ кунта. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса техника паркне те пуянлатнӑ. 

Хуҫалӑха аталантарсах пырасшӑн Шумиловсем. Ҫӗнӗ управӑш тӑвас, ҫӗр улми кӑларакан комбайн туянас тӗллевлӗ. Пӗлтӗр Валерий Николаевич Фермер шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, ялта туристсене йышӑнас ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин "Агротуризм" грантне ҫӗнсе илнӗ. Халӗ хуҫалӑхра стройка пырать. Ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленес, ял пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллашас текенсем валли хӑна ҫурчӗсем, мунча лартаҫҫӗ, чӑваш хресченӗн 19-мӗш ӗмӗрти кил-ҫурчӗпе картишне йӗркелеҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Димитрий Макаров