Агропромышленноҫ форумӗ кӑҫалхипе 23-мӗш хут иртрӗ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи "Патриот" паркра юпа уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен 100 ытла предприяти-организаци хутшӑнчӗ. Куравра ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе пӗтӗмлетнипе пӗрлех отрасле аталантармалли майсене сӳтсе яврӗҫ. Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗр ӗҫченне ҫӑмӑл килмерӗ, 16 регионта типӗ е ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула чрезвычайлӑ лару-тӑру тесе йышӑннӑ. Ытларах Атӑл тӑрӑхӗнчи тата Тӗп федераци округӗсенче шар курнӑ. Аса илтеретӗп, ҫакӑ пирӗн республикӑна та пырса тивет. Ҫапах йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр агропромышленноҫ комплексӗ малаллах утать. Регионти 19 предприяти хӑйсен продукцийӗпе паллаштарчӗ. Пурӗ вӗсем 71 медале тивӗҫрӗҫ, вӗсенчен 61-шӗ - ылтӑн, 7 кӗмӗл тата 3 бронза.
Екатерина Фомина