Иртнӗ 2 ҫулта кӑна кунта 100 пуҫ вырнаҫмалӑх 2 цех, 4 тыр-пул управӑшӗ, 1800 тваткал метр лаптӑк йышӑнакан ҫӑмарта склачӗ хута янӑ. Хуҫалӑхра кулленех 614 пин чӑх ҫӑмарта тӑвать. Ҫав хушӑрах 2 складра уйӑхри 100 пин чӗп кӗшӗлтетет.
Пӗрисем ӳснӗ май теприсемпе улӑштараҫҫӗ. Пурӗ чӑхсемпе чӗпӗсен шучӗ 867 пин пуҫпа танлашать. Кӑҫал ҫӑмартана сортсем тӑрӑх уйӑракан производство линийӗ хута янӑ.
Ку фабрикӑшӑн ҫитӗнӳ ҫулӗ ҫинче тунӑ тепӗр пысӑк утӑм. Халиччен сортсем тӑрӑх уйӑракан ҫӑмарта шучӗ кунне 2 хут сахалрах пулнӑ. Йывӑрӑшне кура категорине пайласси те кунта ӗҫлекенсен куҫ виҫипе пулса пынӑ. Халӗ пач урӑхла ӳкерчӗк. Хӑйӗн ӗҫне аван чухлакан техника хуҫисен шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ. Ӗҫӗн ытларах пайне машинӑна шаннӑ пулин те ҫынсене ӗҫсӗр хӑварнӑ тееймӗн.
Алиса Александрова, Виктор Степанов