Куславкка районӗнчи Семенов фермер хуҫалӑхӗнче ҫӗр улми кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ

Кӑҫал ку пахча-ҫимӗҫ ҫулталӑкӗ мар пулин те, пӗтӗмӗшле "иккӗмӗш ҫӑкӑр" тухӑҫӗ япӑх мар пуласса кӗтеҫҫӗ. Хресченсем уяр та ӑшӑ ҫанталӑкпа туллин усӑ курса юлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Василий Семенов пуҫарнӑ ӗҫе темиҫе ҫул ӗнтӗ ывӑлӗ ӑнӑҫлӑ тытса пырать. Хуҫалӑхра 1700 гектар ытла ҫӗр. Кунта 10 тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ. Кӑҫал ҫӗр улми валли 200 гектар уйӑрнӑ. Сортсем пирки калас пулсан, фермер "Гала" тата "Ред Леди" текеннисене кӑмӑллать. Вӗсем питӗ тухӑҫлӑ. Ҫӗр улмие кӑларма та, пуҫтарма та техника пулӑшать. Ҫапах та ал вӑйӗсӗр те май ҫук. Хӗрӳ тапхӑрта 170 таран ҫын уя тухать. Семенов патне ҫӗр улми пуҫтарма юнашар районсенчен те килеҫҫӗ. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов