Канмалли кунсене кунта ял хуҫалӑхӗнче пысӑк утӑмсемпе аталанакан "симӗс ылтӑна" халалларӗҫ. Сӑмах май, Раҫҫейре хӑмлан 90 процентне чӑваш ҫӗрӗ ӳстерет. Пирӗн регионта ҫак культурӑна тӗрӗслекен-тӗпчекен лаборатори уҫни те, ҫӗршывра пуринчен малтан хӑмла тирпейлекен комбайнсем пуҫтарма пуҫлани те - курӑмлӑ ҫитӗнӳ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑй илнӗ ял хуҫалӑх программи экспозицире нарӑсӑн 18-мӗшченех хуҫаланӗ. 2 кунра Чӑваш Ен лапамне 1500 ытла ҫын ҫитсе курнӑ, тӗрлӗ вӑйӑ-конкурса хутшӑнса парнесем выляса илнӗ. Хӑнасене мӗнпе тӗлӗнтерессине самай малтан палӑртса хунӑ. Малтанах пылпа сӑйласа, хӑмла техӗмӗпе илӗртсе кӗтсе илнӗ. Уйрӑмах килӗшекенни, вӑрӑм черет пуҫтарни ҫуртасем тума вӗрентекен ӑсталӑх урокӗ пулнӑ. Унта 300-е яхӑн хӑна хутшӑнса 5 кило караса ҫурта хитрелетме усӑ курнӑ. 100-е яхӑн ача пайӑн-пайӑн пыл хурчӗ пуҫтарчӗ. Ҫитӗнекен ӑру хур ӗрчетессипе кӑсӑкланчӗ, килти выльӑхсен йывӑҫран тунӑ хурӑмӗсене сӑрласа илемлетсе асӑнмалӑх илсе кайрӗҫ. Чӑваш Енӗн пазл-карттине пухасси те кӑсӑклантарса яракан ӗҫ. Ҫакӑ 50 ытла ҫынна хӑйсен тавҫӑрулӑхне, хӑвӑртлӑхне тӗрӗслеме май пачӗ. 400 ытларахӑшӗ макет-ӗнене суса пӑхрӗҫ. Пирӗн стендпа паллашакансене лоторея выляттарса парнеллӗ турӗҫ. Сургут, Омск, Севастополь, Красногорск ҫыннисем чӑваш пылне тутанса курчӗҫ. Хулӑран тӗрлӗ савӑт-сапа ӑсталассипе те паллӑ пирӗн халӑх ҫыннисем. Ҫак ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсене те кураврах пӗлме май пулчӗ. Ял хуҫалӑх министерстви экспозици сӑн-сӑпатне, тӗп шухӑшне улӑштарса, ҫӗнетсех тӑрӗ. Паянтан, сӑмахран, "Сӗтлӗ Чӑваш Ен" ярӑм пуҫланать. Каярах усӑллӑ юр-вара халалланӑ кунсем шӑккалатлине ҫаврӑнӗҫ.
"Раҫҫей" экспозицийӗн пӗрремӗш кунӗсенчех хӑнасене илӗртнӗ чӑваш тумӗ халӗ те ал айӗнчех. Паян та кашни кӑмӑл тӑвакан пирӗн халӑхӑн ытарайми илемлӗ, тӗрӗллӗ-эрешлӗ ҫи-пуҫӗпе, юрӑллӑ-кӗвӗллӗ капӑрлӑх хатӗрӗсене тӑхӑнса пӑхса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнме пултарӗ.
Аслисемпе танах ачасем те кӑсӑклансах шӑнкӑр-шӑнкӑр тенкӗллӗ тухья тӑхӑнса самантлӑха та пулин чӑваш хӗр пӗрчийӗ пулса пӑхрӗҫ.
Алиса Александрова