Кунта фермерсем те, харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем те продукци сӗнеҫҫӗ

Шупашкарта Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнче фермерсене суту-илӳ тума май паракан ял хуҫалӑх пасарӗ уҫӑлчӗ. Унта чи малтан ҫитсе курнисен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулчӗ. 

Тӗрӗссипе ҫак лаптӑкран халиччен те тавар сӗнекенсемпе туянакансем татӑлман. Анчах та халӗ туса панӑ майсене унчченхипе танлаштараймӑн. Элкер урамӗнчи пине яхӑн тваткал метр йышӑнакан пасара тӗпрен улӑштарнӑ. Асфальта юсанӑ, тӑрӑ айӗнчи кивӗ суту-илӳ вырӑнӗсене сӳтнӗ. Сутӑҫсем валли 10 ларекпа ретӗн-ретӗн тӑрса сутмалли 26 лаптӑк йӗркеленӗ. Кунта фермерсем те, харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем те продукци сӗнеҫҫӗ. Улма-ҫырла, пахча-ҫимӗҫ, ытти юр-вара хуҫисенчен тӳрреммӗнех туянма пулать. Кун пек чухне укҫи-тенки те перекетленет, тавар пахалӑхӗ пирки те иккӗленмелли ҫук.

Алиса Александрова, Виктор Степанов