Ҫутӑ та таса фермӑра хальлӗхе пушӑ. Кӗҫех кунта пӑрусене куҫараҫҫӗ. 400 пуҫ вырнаҫмалӑх тунӑ. Вӗсене валли апат ҫителӗклӗ янтӑланӑ, витере шӑвармалли хатӗрсем те пур - шывӗ хӑйех ӑшӑнать. Урайне хулӑн сийпе хӳтӗленӗ, айне тасатас ӗҫе те ҫӑмӑллатнӑ. Пӑрусене сӑнчӑрпа кӑкармаҫҫӗ. Инвестици проектне пурнӑҫлани предприятине выльӑх шутне ӳстерме тата сӑвӑм нумайрах илме пулӑшать.
Пӑру ферми хута кайни хуҫалӑхшӑн пысӑк утӑм. Витене ҫур ҫулта туса лартнӑ. Ӑна ҫӗклеме 45 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. "Красное Сормово" - ертсе пыракан пӗрлешӳсенчен пӗри. Выльӑх шучӗпе тата сӑвӑмпа вӑл малтисен йышӗнче. Халӗ кунта пин те 100 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраҫҫӗ. Районта пуҫтаракан мӗн пур сӗтӗн 43 процентне ҫакӑнта туса илеҫҫӗ. Предприяти кунсерен 8 тонна чӗртавар сутать. Хуҫалӑхсем аталанни ял малашлӑхне шанӑҫ кӳрет, палӑртаҫҫӗ пуҫлӑхсем.
Ирина Николаева, Георгий Кривошен