Комсомольски районӗнчи "Слава картофелю" хуҫалӑхра ҫӗнӗ управӑш хута кайрӗ

Унта ҫӗр улмие хӗл каҫа упрама кӑна мар, тирпейлеме те пултараҫҫӗ. Каҫалсен аталанӑвӗпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

"Слава картофелю" хуҫалӑх 5 пин гектар ҫӗр ҫинче тыр-пул ҫитӗнтерет. Вӑл шутра ҫулталӑкне 20 пин тонна ытла ҫӗр улми туса илет. "Иккӗмӗш ҫӑкӑра" хума вырӑн ҫитменрен, хуҫалӑх ҫӗнӗ управӑш ҫӗкленӑ. Ҫак тӗллевпе 166 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Хуҫалӑх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа тата харпӑр хӑй укҫи-тенкипе усӑ курнӑ. Тӑкаксен пӗр пайне патшалӑх саплаштарма тивӗҫ. Кунти оборудовани хӑйех ҫӗр улмине суйласа, ҫӳп-ҫапран тасатса пӗр килоран пуҫласа 25 кило таран хутаҫа е михӗне тултарать. Ӑна вара тӳрех лавккасене ӑсатма юрать. Унсӑр пуҫне агрофирмӑра ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗр улмине ҫуса сутма тытӑнасшӑн. Ку вӑл пӗрлешӳри 8-мӗш управӑш. Ҫапла майпа кунта халӗ пахча-ҫимӗҫе хӗл каҫарас йывӑрлӑх ҫук. 

Диана Иванова, Димитрий Макаров