Налук инспекцинче регистрациленнӗ килти хушма хуҫалӑхсене 2022-мӗш ҫултанпа субсиди параҫҫӗ. Пӗрремӗш ҫул ӑна 841, пӗлтӗр пин те 508 ҫын илнӗ. Ҫак пулӑшупа ял ҫыннисене кӑҫал та тивӗҫтерӗҫ. Тӑкаксене саплаштармалли йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ.
Шӑпах вӗсем пирки сӑмах пычӗ те уҫӑ эфир вӑхӑтӗнче. Вӑл "ВКонтакте" социаллӑ сетьри "Чӑваш Республики" тата "Ял хуҫалӑх министерстви" ушкӑнсенче иртрӗ. Ятарлӑ налук йӗркине пӑхӑнакан килти хуҫалӑхсене федераци тата республика шайӗнче укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӗршыв хыснинчен ҫӗр улми тата пахча-ҫимӗҫ туса илекенсен тӑкакӗсене саплаштарӗҫ.
Регион шайӗнче ҫирӗплетнӗ пулӑшу майӗсем вара анлӑ. Ӗне, сурӑх, качака, ӑратлӑ вӑкӑр вӑрлӑхӗ, минераллӑ удобрени, хурт-хӑмӑр ӗрчетме кирлӗ хатӗрсем туянсан, тăпра пулăхлăхне, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеттерсен субсиди илме пулать.
Ӗне усранӑшӑн та укҫа уйӑраҫҫӗ. Пӗр пуҫ пулсан 5 пин ҫурӑ тенкӗ, икӗ пуҫшӑн 6 пин те пилӗкҫӗршер тенкӗ параҫҫӗ. Виҫӗ е ытларах ӗне тытсан кашни пуҫшӑн 7 пин ҫурӑ тенкӗ тивӗҫет. Пӗлтӗр пӗр хушма хуҫалӑх ҫулталӑкне чи нумаййи 50 пин тенкӗ илме пултарнӑ. Кӑҫал - 200 пин тенкӗ. Ял хуҫалӑх техники туянассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та уҫӑмлатрӗ Сергей Артамонов.
Субсиди илес текенсенчен документсене ҫывӑх вӑхӑтра йышӑнма пуҫлӗҫ.
Ҫавӑн пекех кӑҫалтан пĕр çын пуçне паракан пĕтĕмĕшле пулăшу виçине 500 пин тенкĕрен 700 пине ҫитернӗ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов