Килти хушма хуҫалӑха тытса пыракансем патшалӑх хӑйсене тимлӗх уйӑрасса тахҫанах кӗтнӗ. "Эпир те сӗт, аш-какай, пахча-ҫимӗҫ туса илетпӗр, тӑкакӗсем пирӗн те сахал мар, пулӑшӑва вара фермерсем, ял хуҫалӑх предприятисем кӑна тивӗҫеҫҫӗ". Ял ҫынни ҫапла калани ӑнланмалла, - тет Сергей Артамонов министр. Ял хуҫалӑх министерстви халӗ шӑпах пулӑшу кӳмелли тытӑма хатӗрлес тӗлӗшпе ӗҫлет. Районсене тухса ҫӳренӗ май, халӑха ҫак ҫӗнӗлӗх пирки ӑнлантарса парать. Килти хушма хуҫалӑхсене тӗрев панин усси пуласса шанаҫҫӗ Правительствӑра. Сӑмах май, ӗне усракансене республикӑра икӗ ҫул хушши субсидипе тивӗҫтерчӗҫ. Ҫакӑ килти хушма хуҫалӑхсенче выльӑх йышне сыхласа хӑварма май панӑ. Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх техники туянакансен тӑкакӗсене саплаштарӗҫ. Патшалӑх пулӑшӑвне хурт-хӑмӑр ӗрчетекенсем те тивӗҫме пултараҫҫӗ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров