Канаш элеваторӗ тинех тулли хӑватпа ӗҫлесе кайӗ

Республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫуррине ытла вырса илнӗ. Пурӗ 500 пин тонна яхӑн тухӑҫ пухса кӗртнӗ. Вырма ҫак уйӑхра вӗҫленмелле. Чӑваш Енре ҫулсерен тыр-пул ытларах акма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавна май кӗлетсем те нумайрах кирлӗ. 

35 ҫул иртсен Канаш элеваторӗ ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫлесе кайӗ. Тахҫанах пуҫланӑ юсава тинех вӗҫлеме май килӗ. "Чӑвашхлебопродукт" предприяти йышне кӗрекен элеватора тӗпрен ҫӗнетме 670 миллион тенкӗ ытла пӑхса хунӑ. Юсав пӗтсен унта тур-пул хальхинчен самай ытларах упрама пулать.

Канаш элеваторне 1989-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ. Анчах ун чухне ҫӗршыв саланнине пула ӗҫе чарса лартма тивнӗ. Ҫак хушӑра бетон хуралтӑсене сутасси е сӳтсе пӑрахасси пирки пӗрре мар калаҫу хускатнӑ. Ҫавах та тепӗр 30 ҫул иртсен тырӑ кӗлетне ҫӗнӗрен хута яма палӑртнӑ. 

Халӗ кунта тумалли чылай, ҫавӑн пекех шалти тата тулти инженери тытӑмне йӗркене кӗртмелле, кӗрсе тухмалли ҫулсемпе картишне тирпейлемелле. Ку таранччен элеватор тулли хӑватпа ӗҫлеймен. Кивелнӗ складсенче пӗтӗм ӗҫе тенӗ пек ал вӗҫҫӗн тума тивнӗ. Малашне хальхинчен 30 процент нумайрах тыр-пул тирпейлесе упрама пулать - пӗр харӑссӑн 51 пин тонна ытла вырнаҫаять.

Кӗлетсене тӗпрен ҫӗнетме 670 миллион тенкӗ ытла пӑхса хунӑ, ҫав шутран 500 миллионне Чӑваш Енри промышленноҫа аталантармалли фонд кивҫен парать, ытти - ҫӑмӑллатнӑ кредит. Ҫак инвестици проекчӗ "Чувашхлебопродукт" патшалӑх предприяти майӗсене анлӑлатма пулӑшӗ. Вӑл ҫӑкӑр пӗҫерекенсемпе кондитер продукцийӗ тата макарон туса кӑларакансене ҫӑнӑхпа тивӗҫтерет тата, паллах, выльӑх апачӗлӗх хатӗрлет. Малашне кунта паха вӑрлӑх сутма тата тырпул тирпейлекен производство хута яма палӑртаҫҫӗ.

Канаш элеваторне юсассине ҫитес ҫул вӗҫлемелле. Ҫапла кунта чӑваш тыррине ытларах вырнаҫтарма майсем пуласса шанаҫҫӗ. Халӗ ӑна Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен кӑна мар, ҫӗршыв тулашӗнчен те туянаҫҫӗ, сӑмахран, Таджикистанпа Узбекистанра.

Ирина Николаева, Сергей Емельянов