Кӑҫалхи пӗрремӗш ял хуҫалӑх ярмӑрккисенче сахалтан та 50 тонна апат-ҫимӗҫ сутнӑ

Пӗтӗмпе республикӑра продукци вырнаҫтармалли 40-е яхӑн лаптӑк уҫӑлнӑ. 

Вӗсене кашни районпа хулара хатӗрлемелле пулнӑ, анчах Вӑрмар, Улатӑр тата Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенче ку ӗҫе пурнӑҫламан. Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркашпа Канаш районӗсенче вара палӑртса хунӑ пур тӗлте те суту-илӳ йӗркелемен. Ҫавна май халӗ вырӑнти пуҫлӑхсен ӗҫне тишкерме тивет. Ярмӑрккасем республикипех кашни шӑматкунпа вырсарникун ӗҫлемелле. Чӑваш Ен тӗп хулинче вӗсем 3 ҫӗрте уҫӑлнӑ - "Шупашкар", "Николаевски" тата "Ҫурҫӗр" пасарӗсенче. Сентресем ҫинче пахча-ҫимӗҫ, сӗт-ҫу, аш-какай, пулӑ, кӗрпе, пыл - вӗсене пӗтӗмпех тенӗ пек хамӑр тӑрӑхра туса илнӗ. Кунта пысӑк хуҫалӑхсемпе предприятисем, фермер тата уйрӑм кил-пахчинчи е утарти продукцине сӗнеҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Алиса Александрова, Михаил Солин