Вӗсене кашни районпа хулара хатӗрлемелле пулнӑ, анчах Вӑрмар, Улатӑр тата Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенче ку ӗҫе пурнӑҫламан. Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркашпа Канаш районӗсенче вара палӑртса хунӑ пур тӗлте те суту-илӳ йӗркелемен. Ҫавна май халӗ вырӑнти пуҫлӑхсен ӗҫне тишкерме тивет. Ярмӑрккасем республикипех кашни шӑматкунпа вырсарникун ӗҫлемелле. Чӑваш Ен тӗп хулинче вӗсем 3 ҫӗрте уҫӑлнӑ - "Шупашкар", "Николаевски" тата "Ҫурҫӗр" пасарӗсенче. Сентресем ҫинче пахча-ҫимӗҫ, сӗт-ҫу, аш-какай, пулӑ, кӗрпе, пыл - вӗсене пӗтӗмпех тенӗ пек хамӑр тӑрӑхра туса илнӗ. Кунта пысӑк хуҫалӑхсемпе предприятисем, фермер тата уйрӑм кил-пахчинчи е утарти продукцине сӗнеҫҫӗ.
Ирина Николаева, Алиса Александрова, Михаил Солин