Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Коминтерн" хуҫалӑхра ҫурхи ӗҫсене ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫӑннӑ. Малтанах кӗрхисене тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ. Ҫумӑрсем тапраниччен 260 ытла гектар тулӑ акнӑ. Ҫавӑн пекех пӗр ҫул ӳсекен курӑк, седерат валли рапс. Анчах та йӗпе-сапа тата сивӗ пулни ҫӗр ӗҫченӗсене ура хунӑ. Хуҫалӑхра ҫурхи культурӑсене пӗр пин ытла гектар акма палӑртнӑ. Уяр кунсем ҫитсенех хресченсем темиҫе сменӑпа ӗҫе пикеннӗ. Тепӗр 100 гектар кӑна юлнӑ. Ака вӗҫленсен те алӑ усса ларма вӑхӑт ҫук. Тӳрех выльӑх апачӗ хатӗрлесси пуҫланмалла. Сергей Михопаров уй-хирӗнче те трактор шавӗ тӑрать. Ҫӗр нӳрӗ пулнӑран акана ҫу уйӑхӗнче кӑна тухма май килнӗ. Предприниматель паянхи куна 120 гектар тулӑпа урпа акса пӗтернӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хресченсене мӗн пур вӑя пухса уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ку эрнере ҫурхи кампанине вӗҫлеме чӗнсе каларӗ.
Леонид Петров, Михаил Солин